Утӑ уйӑхне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра та эпир сахал мар ӗҫлерӗмӗр: икчӗлхеллӗ корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ 10 пин ытла ӳсрӗ, сӑмахсарсен сайчӗ Николай Ашмаринӑн черетлӗ томӗпе пуянланчӗ.
Хальхи вӑхӑтра электронлӑ сӑмахсарсен сайтӗнче 3-мӗшпе 5-мӗш томсем кӑна ҫитмеҫҫӗ. 3-мӗшне, унпа ӗҫлекен ҫын пире пӗлтернӗ тӑрӑх, туса ҫитернипе пӗрех. Пиллӗкмӗшӗпе те ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен хатӗрлесе пӗтерме шантарчӗҫ. Паянхи куна илес пулсан Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекинче» пурӗ 42,8 пин статья (иртнӗ уйӑхра 39,1 ҫеҫ пулса). Тата унсӑр пуҫне эпир тепӗр ӗҫ те пуҫларӑмӑр — Василий Егоров хатӗрленӗ чӑваш чӗлхин этимологи словарьне электронлатас ӗҫе. Вӑл та ҫак сайтра вырӑн тупасса шанатпӑр (ӗҫлекенни — Алина Иванова).
Икчӗлхеллӗ корпусра вара паянхи кун 72 833 чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗ шутланать. Иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан ку кӑтарту 10 750 ҫӗнӗ мӑшӑрпа пуянланнине кӑтартать. Ҫакна тума Владислав Николаевӑн икӗ пьеси (вӗсене вӑл пире хӑй тивӗҫтерчӗ) тата Леонид Агаков куҫарнӑ Валентин Катаевӑн «Полк ывӑлӗ» повеҫӗ май пачӗ. Унсӑр пуҫне ҫак хушӑра эпир саккунсене те сахал мар кӗртрӗмӗр.
Арӑмӗпе тата ҫулталӑкри хӗрӗпе тӗнче курса ҫӳрекен чӑваш велоҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче хальхинче, аса илтерер, Финлянди енне ҫул тытрӗ. Ҫемье Финляндинчен тухса Швецие ҫитнӗ.
Никита Тӗнче Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Швецинче ватӑ юман патӗнче чарӑннӑ май ӑна чӑваш юманӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Финляндинех таврӑнар-ха. Унта мӗнпур кӑтартӑва икӗ чӗлхепе: финла тата шведла — ҫыраҫҫӗ иккен. Турку — Швецин унчченхи тӗп хули. Ӑна шведсем йӗркеленӗ. Швед чӗлхи Финляндинче — фин чӗлхипе пӗр тан чӗлхе. «Кӑтартса ҫырнисене ҫавӑнпа та икӗ чӗлхепе ҫыраҫҫӗ. Пирӗн вара Чӑваш Енре чӑвашла ҫыраймаҫҫӗ» — тесе ҫырнӑ Никита хӑйӗн сайтӗнче.
«Раҫҫее юратмасть тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Раҫсейӗпех ҫӳренӗ эпӗ. Унӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр уҫлӑхне, ҫыннисене питӗ юрататӑп. Анчах ҫынсене телейлӗ тата йӑлтах тӗрӗс пултарас килет. Тӑван ҫӗршыв вӑл — пӗр япала, патшалӑх вӑл тепӗр пулнине нихӑҫан та ан манӑр», — уҫӑмлатнӑ Никита Тӗнче.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн тата ют чӗлхесен «Язык для успеха» (чӑв. «Ӑнӑҫу чӗлхи») шкулӗн уйлӑхӗ «Сурские зори» (чӑв. «Сӑр шуҫӑмӗ») кану базинче иртрӗ. Уйлӑхӑн тӗп тӗллевӗ — чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсене пӗрле пухасси, вӗсене тӑван халӑх культурипе, кун-ҫулӗпе паллаштарасси.
Уйлӑхра чӑваш чӗлхине виҫӗ шайра вӗрентеҫҫӗ: шкул ҫулне ҫитмен ачасем, шкул ҫулне ҫитнисем тата аслӑ ӳсӗмрисем. Кашни ушкӑнӑн хӑйӗн уйрӑм программа.
Уйлӑхра чӑваш чӗлхи вӗренӗвӗсемсӗр пуҫне тавракурӑма аталантарма тӗрлӗ-тӗрлӗ лекци иртрӗ. Сӑмахран, Айрат Тухватуллин, Хусан университечӗн доценчӗ, Тутар Республикин ӑслӑлӑх академийӗн истори институчӗн аслӑ ӗҫченӗ «Хусан ханлӑхӗн кун-ҫулӗ» ятлӑ темӑпа калаҫрӗ, Алпарух Пӗлӗм (Александр Блинов) чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ «Кала-ха 4» вӗренӳ пособийӗпе, Мария Савельева, журналист, литература критикӗ, Дина Гавриловӑн пултарулӑхӗнчи хӗрарӑм прозипе паллаштарчӗҫ. Ют ҫӗршыв хӑни Жан-Марк Леклер (ЙоМо) юрӑҫӑ, эсперантист, окситан чӗлхин хастарҫи окситан чӗлхи ҫинчен, Никита Кузнецов, хинди институчӗн дипломанчӗ акӑлчан тата китай чӗлхисен вӗрентекенӗ, тӗлӗнмелле хинди тата адыгея чӗлхисем, вӗсен лару-тӑрӑвӗ ҫинчен тӗплӗн те кӑсӑклӑ каласа пачӗҫ.
Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑваш диаспорин ачисем Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем валли кӑҫал та «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ ӗҫлӗ.
Ачасене хальхинче ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторийӗнче утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикине Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар, Тӗмен тата Чулхула облаҫӗсенчи 37 ача килсе ҫитмелле. Вӗсем — чӑваш челхипе тата культурипе тӗрлӗ олимпиадӑра тата конкурсра ҫӗнтернӗскерсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекен шкулсенчи чи пултаруллӑ ачасем. Вӗсемпе пӗрле хамӑр регионти маттур арҫын ачасемпе хӗрачасем те канӗҫ.
Пӑлхар хулинче экскурсире ҫӳренӗ мая мана яланах унти кив мунчасем питӗ тӗлӗнтеретчӗҫ. Вӗсен ишӗлчӗкӗсем. Пӑхан-пӑхан вӗсем ҫине, анчах халӑх унта мӗнле ҫӑвӑннине пӗрре те ӑнланаймастӑн. Ак паян ӑнсӑртран тенӗ пек корейсен ондолӗ пирки пӗлтӗм. Вӑл мӗнле ӗҫленине курсанах пӑлхарсен мунчине епле йӗркеленине ӑнланса илтӗм.
Ондоль — кӗскен каласан, пӳрте ӑшӑтмалли меслет. Кӑмака ӑшши тӳрех мӑрьене мар каять — малтан сакайӗпе иртет те кайран тин вара тӗтӗм урамалла тухать. Ҫапла май урай питӗ ӑшӑ пулать пулас. Ондоль евӗр кӑмака тӳрех темиҫе енпе паха. Пӗрремӗшӗнчен хӑй вучахӗ ҫинче апат пӗҫерме пулать. Иккӗмӗшӗнчен — вӑл пӳрт урайне ӑшӑтать.
Паллах, ондоль вырӑс кӑмакипе танлаштарсан кӑткӑсрах. Ӑна йывӑҫ пӳртре тӑваймӑн. Никӗсне чултан купалама тивет. Тата унсӑрӑн пуҫне никӗсӗ ҫирӗп пулмалла — урайра ҫурӑк пулсан тӗтӗмӗ пӳлӗме тулӗ-ҫке. Ҫак сӑлтавсене пулах ӗнтӗ ман шутпа чӑвашсем унашкал кӑмакана пӑрахӑҫласа вырӑссен меслечӗпе усӑ курма пуҫланӑ.
Раҫҫей Федерацийӗнчи чи анлӑ усӑ куракан чӗлхесен шутӗнче — чӑваш чӗлхи.
Ҫӗршывра анлӑ усӑ куракан чӗлхесен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — «Промт» (Promt) машина куҫарӑвӗн компанийӗ. 2010 ҫулта Раҫҫейре ирттернӗ ҫырава тӗпе хунӑ вӑл.
Вырӑсла 137,5 миллион ҫын калаҫать. Акӑлчан чӗлхине 7 миллион ҫын пӗлет. Тутарла 4 миллион ытла ҫын калаҫать. Нимӗҫ, чечен, пушкӑрт, украина, чӑваш тата арави чӗлхисене те нумай ҫын пӗлет. Раҫҫейре пурӑнакансенчен 660 пин ҫын эрмен чӗлхипе калаҫать. ТОП-15-ре — хрантсус, кабардин-черкесск, даргин, азербайджан, осетин чӗлхисем те.
Википеди чӑваш чӗлхи пирки ҫапла пӗлтерет: «Чӑваш чӗлхи — тӗрӗк чӗлхисен йышӗнчи пӑлхар ушкӑнне кӗрекен пӗртен-пӗр чӗрӗ чӗлхе. Ку ушкӑна тата Атӑлҫи Пӑлхарӑн чӗлхипе хазар чӗлхи те кӗнӗ. Чӑваш чӗлхи Чӑваш республикинче вырӑс чӗлхипе пӗр тан патшалӑх чӗлхи шутланать. Чӑваш чӗлхине пӗлекен йышӗ — 1,3 млн. ҫын яхӑн (2002 ҫулхи кӑтарту). Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхине виҫӗ диалект ҫине уйӑраҫҫӗ: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи».
Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан пуянлӑхӗнчен пӗри — фольклор. Ӑна кӗнекене пухса кӑларни вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл манӑҫа тухассинчен асӑрханма май парать.
«Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» (Чувашское народное творчество) ярӑм — шӑпах ҫавӑн пек сумлӑ ӗҫсенчен пӗри. Ӑна пухса кӑларакансем чӑваш халӑхӗн пуянлӑхне ытти наци хушшинче те сарас тӗллевлӗ. Ҫавна май Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ фольклора икӗ чӗлхепе 40 томпа кӑларма йышӑннӑ.
«Паттӑр юмахӗсем. Богатырские сказки» кӗнекене пухаканӗ – Н.Г. Ильина, редакторӗ – А.Г. Майорова, ӑслӑлӑх редакторӗ – Г.А. Николаев.
Вулакансем ҫӗнӗ кӑларӑма юратса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Вӑл чӑвашла пӗлменнисене те кӑсӑклантармалла. Юмахсене оригинала ҫывӑх куҫарма тӑрӑшнӑ.
Тӗрлӗ чӗлхе вӗрентекен Чӑваш Енри педагогсене хавхалантарма кӑҫал хыснара 1,4 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӑл укҫа пурне те лекмӗ. Унпа чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тутар чӗлхипе тата литературипе, мордва чӗлхипе регионсем, халӑхсем хушшинче иртнӗ олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗ тата мала тухнӑ ачасен вӗрентекенӗсене хавхалантарӗҫ.
Премие илес шухӑшлисен хучӗсене Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен министерствинче йышӑнса пӗтернӗ ӗнтӗ. Вӗсене ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи ятарлӑ канаш пӑхса тухӗ.
Маларах асӑннӑ олимпиадӑсенче, сӑмах май, кӑҫал пурӗ 19 ача ҫӗнтернӗ. Олимпиадӑсенче хутшӑнма вӗсене 22 педагог хатӗрленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемшӗн педагогсене 100-шер пин тенкӗ параҫҫӗ, мала тухнисемшӗн — 50-шар пин тенкӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ иртнӗ уйӑхра уйрӑмах хӗрӳ ӗҫлерӗ — Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗ те чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсемпе самай пуянланчӗ, черетлӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» томӗ те хушӑнчӗ.
Чи малтанах электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ словарӗн черетлӗ томӗпе — 4-мӗшпе — пуянланни пирки калас пулать. Ҫапла май халь вӑл сӑмах пуххинче 39,1 статья пур. Унччен 36,2 пинччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра 3, 5 тата 8-мӗш томсем электронланасса шанатпӑр.
Чи пысӑк ӗҫ вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗнче иртрӗ — мӑшӑрсен шучӗ 44 012-рен 62 083 ҫитрӗ. 18 пин ытла кӗртме пултартӑмӑр. Вӑл шутра — Библири мӑшӑрсене пурне те хушрӑмӑр, Феодосия Ишетер куҫарнӑ «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекерисене тата Василий Шукшинӑн сакӑр калавне асӑнас пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра корпусра машинлӑ куҫарӑвӗн бета-вариантне вырнаҫтарассипе ӗҫлӗпӗр. Мӑшӑрсем сахал пулнӑ май хальхи вӑхӑтра вӑл куҫару ҫавах ытла пахалӑхлӑ пулманнине асӑрхаттаратпӑр. Мӑшӑрсен шутне ӳстерес ӗҫе чӑвашла пӗлекенсем хутшӑнма пултарни пирки та асӑнса хӑвармасӑр пултараймастпӑр — пӗрле кар! тӑрса ӗҫленипе кӑна чӑваш чӗлхине эпир тӗнче шайне хӑпартма пултаратпӑр!
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Шупашкарти тӗрлӗ суту-илӳ точкисемпе ытти ҫавӑн йышшисен ют чӗлхепе ҫырнӑ вывескисене сӳтсе явма тытӑннӑ. Сӑн ӳкерчӗксен авторӗ — Юрий Алексеев. Вӑл вӗсене хӑйӗн страницине лартнӑ.
Вӑл та, Нелли Де ятпа регистрациленнӗ автор та ют ҫӗршыв чӗлхипе ҫырнӑ пӗлтерӳсене ырламанни сисӗнет.
«Ку вӑл ӑҫта? Америкӑра-и, Англинче-и е Францинче-и? Ку вӑл — Чӑваш Республикин тӗп хулинче. Ют чӗлхепе ҫырнӑ реклама вывескисене пӑхма лайӑхрах-и е Чӑваш Енӗн паллӑ ӗҫченӗсен астӑвӑм хӑмисене-и? Хамӑр историе ҫавӑн пек ҫитерсен ачамӑрсем чӑваш чӗлхине ӑҫтан юратчӑр? Алиллуя», — ҫырса хунӑ Нелли Де Фейсбукри «Шупашкар» страницӑра.
Поста вуланисенчен пӗри: «Пули-пулмишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, кирлӗ чухне шарламаҫҫӗ», — тесе тӗлӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.